Ака уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 35 пин те 685 мӑшӑр хатӗрлерӗ. Ҫапла май пӗтӗмӗшле йыш 790 пинрен иртрӗ. Тепӗр май каласан, миллион мӑшӑр тӑвиччен тата 210 пинрен те сахалрах юлчӗ. Паллах, 35 пин иртнӗ уйӑхрипе танлаштарсан сахалтарах, анчах ҫакӑн сӑлтавӗ те пур: уйӑх пуҫламӑшӗнче пирӗн мӑшӑрлама текстсем ҫукччӗ, ҫавна пула ҫӗнӗ машӑрсем хушас ӗҫ чакса ларнипе танахччӗ. Калӑпӑр, 750 пин урлӑ эпир пушӑн 28-мӗшӗнче каҫнӑ пулсан, 760 пин урлӑ вара акан 13-мӗшӗнче ҫеҫ каҫма пултартӑмӑр. Анчах каярах текстсем тупӑнчӗҫ те эпир вара уйӑх пуҫламӑшӗнче сахал ӗҫленине хӑвалама пуҫларӑмӑр. Малалла вара кашни 5-7 кунра 10 пиншер мӑшӑр хушма тытӑнтӑмӑр.
Хӑвӑртлӑха ӳстерме ытларах пайӗпе Наум Любимов куҫарӑвӗсем пулӑшрӗҫ. Унӑн куҫарӑвне мӑшӑрлама питӗ ҫӑмӑл пулчӗ. Ҫапла май Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине Александр Гончарӑн «Ялавпа пыракансем», Николай Носовӑн «Витя Малеев шкулта тата килте» хайлавсем мӑшӑрланса кӗчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах йывӑрлӑх кӑларакан кӗнеке те пулчӗ. Ку вӑл Михаил Водопьяновӑн «Поляр летчикӗ» калавсем пуххи. Шел те, тӗнче тетелӗнче пур вырӑнта та тӗл пулакан вырӑсла текст — каярах ҫӗнетсе кӑларнӑскер пулчӗ.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян чӑваш чӗлхи тавра ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнӗ май йӗркеленӗ.
Ҫавра сӗтелте сӳтсе явнӑ тӗп ыйтусенчен пӗри — компьютерта тата смартфонра чӑвашла ҫырнӑ чухне чиксе тухакан йывӑрлӑхсем. Уйрӑмах пухӑннӑ халӑха тӗрлӗ учрежденисенче тӗрлӗрен майсемпе усӑ курса ҫырни канӑҫ памасть. «Чӑваш шрифчӗсемпе» усӑ курса ҫырнисем пурин те вуланмаҫҫӗ, теприсен «ӳ» вырӑнне икӗ пӑнчӑлли тухать тата ытти те.
Уйрӑмах смартфонсем ҫинче чӑвашла ҫырма йывӑрри пирки калаҫрӗҫ. «Яндекс.Клавиатура», «GBoard» йышши сарӑмсем пур пулин те вӗсем ҫинчен халӗ те пурте пӗлмеҫҫӗ. Play.Market-ра вырнаҫнӑ ытти тӗрлӗрен сарӑмсем те чылай йывӑрлӑх кӳреҫҫӗ — хӑшӗ-пӗри чӑвашла ҫырма май парать пулин те, анчах пур саспаллине те пичетлеме май памаҫҫӗ иккен.
Ҫавра сӗтелте сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн тӳре-шара патне ҫырупа тухма йышӑнчӗҫ. Унта чӑвашла ҫырас меле стандартизацилеме, тӗрлӗ учрежденисене хальхи меслетсем ҫине куҫарас ӗҫре тата чӑвашла сарӑмсене операци системисене хушас ӗҫре пулӑшма ыйтса ҫырӗҫ.
Тутарстанри Теччӗ районӗнче чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 173 ҫул ҫитнине тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ.
Унта Чӑваш Ен делегацийӗ тухса кайнӑ. Йышра ЧР Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина, Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Михайлова (Филиппова), чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кибеч, Чӑваш Республиикин Вӗренӳ институчӗн этнокультура вӗрентӗвӗн кафедин заведующийӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Анна Егорова, Константин Доброхотов блогер, «Чӑвашкино» киностуди ӗҫченӗсем тата пултарулӑх интеллигенцийӗ пулнӑ.
Тутарстанра «И.Я. Яковлев эткерлӗхӗ — тӗнче пуянлӑхӗ» ятпа ҫавра сӗтел, Иван Яковлевӑн тван шкулӗнче савӑнӑҫлӑ митинг иртнӗ.
Паян Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ тӗлпулу иртнӗ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, культура ӗҫченӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Аса илтерер: кӑҫал пирӗн халӑхӑмӑр чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать.
Сӑмах май каласан, тӑван чӗлхемӗр кунӗ тӗлне «Живой язык 2.0» (чӑв. Чӗрӗ чӗлхе) ҫутӗҫ проекчӗ хатӗрленӗ. Ӑна чӑваш халӑхӗн калаҫу чӗлхине халалланӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ. «Енчен эсир чӑвашла пӗлместӗр пулсан ӑна вӗренме тытӑнма сӗнетӗп», – тесе ҫырнӑ республика ертӳҫи.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие кӑҫал та ирттерӗҫ. Вӑл 2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан пӗтӗм хулапа ялта иртмелле.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, акцин тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Задачисем ҫаксем тесе палӑртнӑ: тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тӑван чӗлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепӗр хут аса илтересси; чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслесси; чӑвашла пӗлекен кашни ҫынна хӑй тӗрӗс ҫырма пултарнине тӗрӗслеме май туса парасси.
Акцие Чӑваш чӗлхи кунне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑранпа 150 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Республикӑмӑр Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламланӑ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑ кун, эпир Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑватпӑр.
«Чӗлхе – халӑх культурин чи пысӑк пуянлӑхӗ, чӗрӗ еткерӗ, пирӗн ӑна типтерлӗн сыхласа упраса ӑруран ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел куҫарса пымалла.
Республикӑра чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас тата малалла аталантарас тӗлӗшпе сахал мар тунӑ, хальхи вӑхӑт ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен ҫӗнӗ учебник туса хатӗрлемелли тӗллев те йӗркеллӗн пурнӑҫланать. Тӑван чӗлхемӗрӗн ят-сумне ӳстерсе пырас ӗҫе Чӑваш Енри культура учрежденийӗсемпе шкулсем тата ача сачӗсем чӑннипех те пысӑк тӳпе хываҫҫӗ», – тесе каланӑ саламра.
«Чӑваш халӑх сайчӗн» вулаканӗсене Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн сӗнекен ҫак статьяна мӗнле те пулин ӑнлантарса пани кирлех мар-тӑр. Тимлӗ вулакан хӑех ӑнланать. Статья авторӗ А. И., ахӑртнех, Александр Иванович Иванов. «Чӑваш энциклопедийӗнчен:
ИВАНОВ Александр Иванович [2.11. 1897, с. Яншихово-Норваши Цивил. у. (ныне Янтиков. р-на) — 13.5.1942, Архангел. о6л., лагерь ГУЛАГа] — журналист и деятель культуры. В 1918–19 6ыл сотрудником газеты «Канаш» в Казани. После образования Чуваш. автоном. обл. активно сотрудничал в чуваш. газетах и журналах, нередко пользовался псевдонимом Ванюшке. В 1930 выступил одним из организаторов Чуваш. республикан. книж. палаты (ныне Государственный архив печати Чувашской Респу6лики), был её первым директором. В 1937 репрессирован и осуждён на 10 лет лишения свободы. Реабилитирован посмертно. Брат В.И. Токсина.
Алексей Леонтьев, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
1. Чӑвашсем пек вак халӑхсене мӗншӗн вырӑс алфавичӗ йышӑнтарнӑ?
Мӗншӗн йышӑнтарни вӑл малта каланинченех паллӑ пулмалла.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ӗмӗр пурӑн – ӗмӗр вӗрен» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Чӑваш халӑхӗн сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсене Владимир Галошев пухса хатӗрленӗ, редакторӗ – Владимир Степанов. Ҫӗнӗ кӑларӑма 1000 экземплярпа пичетленӗ.
Кӗнеке сакӑр пайран тӑрать. «Чӑваш тӗнчи» ятли тӗнче пуҫланса кайнипе паллаштарать. Ачалӑхпа ҫамрӑклӑха тата ватлӑха, арҫынпа хӗрарӑма халалланӑ пайсем те пур.
Кӗнекене кӗртнӗ мифсемпе легендӑсем, юмахсемпе ваттисен сӑмахӗсем чӑваш халӑхӗн чунне, унӑн кӑмӑлне, халӑхӑмӑрӑн философине уҫса пама пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри паллӑ сӑвӑҫсенчен пӗри, вун-вун юрӑ сӑмахӗсен авторӗ Альбина Юрату шкулсемпе ача пахчисене тӑтӑшах тухса ҫӳрет. Ӳркенменскер хулари ачасем патне ҫеҫ мар, районтисем патне те ҫитет.
Ҫак кунсенче вӑл Шупашкарти «Теремок» 93-мӗш ача пахчинче пулнӑ. «Тӗлпулу питӗ интереслӗ иртрӗ. Ачасемпе юрларӑмӑр, ушкӑнпа сӑвӑсем каларӑмӑр, мана валли ятарласа чӑвашла юрӑ та юрларӗҫ, юмахсем ҫырма вӗрентӗмӗр... «Теремок» ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансене чунтанах юратрӑм. Воспитательсене чун-чӗре тавӗ. Асӑнмалӑх-савӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнтӗмӗр...», — хыпарланӑ чӑваш чунӗллӗ хастар сӑвӑҫ Альбина Юрату.
Ӗнер Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамӑксен театрӗнче чӑваш чӗлхине, наци культурине тата ӳнерне аталантарассине сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ. Пултарулӑх пӗрлешӗвӗсен хастарӗсемпе, артистсемпе, художниксемпе, дизайнерсемпе тата композиторсемпе иртнӗ тӗлпулӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.
«Чӑвашла хаҫатсем тата журналсем тухса тӑраҫҫӗ, радиопа телекурав чӑвашла хыпарлаҫҫӗ. Пирӗн пурнӑҫа чӑваш киновӗ ытларах та ытларах кӗрсе пырать. Ку вӑл пӗтӗмпех — тӑван чӗлхене аталантармалли никӗс. Анчах пирӗн талпӑнмалли пур-ха. Ача пӗчӗкрен чӑваш чӗлхине тата культурине ӑша хывтӑр тесен ун тавра чӑваш чӗлхи пулмалла. Ку енчен пирӗн пурнӑҫламалли чылай-ха, — тенӗ Олег Николаев. — Кунта хуласенчи урамсенче чӑвашла ҫырассине, тӗрлӗ меропиятире чӑваш чӗлхипе усӑ курассине те кӗртмелле».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |